железная изгородь; колючее заграждение из проволоки. N. Тимĕр карта карса толтарнă (загорожено кругом колючей проволокой). N. Тимĕр карта тытатпăр. || Заколдованный (магический) круг. Бгтр. Çав кон апат çимесен, çавапа вил торпасне тимĕр карта çавăрсан, çав тохатмăшсене тытмалла, тенĕ. Ib. Тата хăш çĕрте, чир яла ан килтĕр тесе, çăмăлтарах карчăксене хăмăт тăхăнтарса, суха-пуçпе ял тавра пăшал персе çавăрнтарнă. Ăна „тимĕр карта çавăрни“ теççĕ. Никит. Эпир тунă тимĕр картаран ниепле мор та ан каçайтăр, тесе, сухалама пуçларĕç (девки, во время опахиванья). N. Тимĕр карта çавратпăр! тесе кăшкăратьчĕç (при опахивании деревни)... Суха йĕрри çине тимĕр татăкĕсем, тата йĕп тăрăнтарса (чиксе) хăваратьчĕç. Изамб. Т. Аслати хытă авăтнă чухне тимĕр карта тăваççĕ. Курм. Каçпа çывăрма выртнă чух, пуç айне пуртă, çĕçĕ, кусар хурса, пӳрте тимĕр карта хурса, сăх-сăхмасăрах çывăраттăмăрч (т. е. обходили с топором вокруг избы — внутри ее — и клали его около двери). Собр. Сухаласа пĕтерсен, ана тавра тимĕр карта çавăр, теççĕ. (Послов.). Изванк. Унтан вара вăсем тимĕр картине сӳтсе пăрахаççĕ.
магический круг. Собр. Сухаласа пĕтерсен, ана тавра тимĕр карта çавăр, теççĕ. (Изречение). БАБ. Вăл та (огонь), ман тимĕр карта тĕлне çитсенех, лап сӳнсе ларчĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
тимĕр тимĕр ака тимĕр ака-пуç тимĕр йĕрĕх « тимĕр карта » тимĕр пăрçа тимĕр пăх тимĕр пулă тимĕр тăрăхĕ тимĕр тăрна